Лайӑх — Начар

 

5699Авак ҫынпа пурнӑҫ савӑк.Лайӑх — Начар
5682Аван автана вӑхӑтсӑр пусмаҫҫӗ.Лайӑх — Начар
5683Аван автанӑн сасси те хитре.Лайӑх — Начар
5684Аван автаншӑн чӑхсем те виҫӗ кун тавлашнӑ тет.Лайӑх — Начар
5685Аван ӑспа тӑп ҫӳре.Лайӑх — Начар
5692Аван маррине авалах тиркенӗ.Лайӑх — Начар
5686Аван пул та, савӑк пул.Лайӑх — Начар
5687Аван пулсан таҫта та аван.Лайӑх — Начар
5688Аван пурӑнма алӑ тӗслӗ ӑс кирлӗ.Лайӑх — Начар
5689Аван пурнӑҫ астарать, начарри шутлаттарать.Лайӑх — Начар
5690Аван пурнӑҫ ахалех пулмасть.Лайӑх — Начар
5691Аван пуҫланни аванах пӗттӗр.Лайӑх — Начар
5693Аван ятпа пурӑнма лайӑх.Лайӑх — Начар
5694Аванни нихҫан та ҫӑмӑлпа пулмасть.Лайӑх — Начар
5695Аванни нумай та, лайӑххи сахал.Лайӑх — Начар
5696Аванни хуть хӑҫан та аван.Лайӑх — Начар
5697Аваннине пурте кураҫҫӗ.Лайӑх — Начар
5698Аваннипе лайӑххи — алӑкӗпе янаххи.Лайӑх — Начар
5700Лайӑх акни вырма ҫӑмӑл.Лайӑх — Начар
5701Лайӑх вӑрлӑхран ыр ҫимӗҫ.Лайӑх — Начар
5702Лайӑх енне чун туртать, усал енне мур туртать.Лайӑх — Начар
5703Лайӑх кӑмӑл, ылтӑн тата лайӑхрах.Лайӑх — Начар
5704Лайӑх кун пуласси ирех палӑрать.Лайӑх — Начар
5705Лайӑх начар пурӑнмасть.Лайӑх — Начар
5706Лайӑх начарпа туслӑ мар.Лайӑх — Начар
5707Лайӑх пулать — сахал пулать.Лайӑх — Начар
5708Лайӑх пурнӑҫран пурлака каймаҫҫӗ.Лайӑх — Начар
5709Лайӑх ҫине лайӑх — пылпа ҫу пек.Лайӑх — Начар
5710Лайӑх та пулать, япӑх та пулать.Лайӑх — Начар
5711Лайӑх тум ҫынна юсать, ҫӗтӗк пӑсать.Лайӑх — Начар
5712Лайӑх тумтире кӗве каснӑ.Лайӑх — Начар
5713Лайӑх юрӑ вилӗмсӗр.Лайӑх — Начар
5714Лайӑх япала васкаса пулмасть.Лайӑх — Начар
5715Лайӑх япала хӑйне хӑй мухтать.Лайӑх — Начар
5716Лайӑх ят мултан та паха.Лайӑх — Начар
5717Лайӑха сав, ырра юрат.Лайӑх — Начар
5718Лайӑха ҫыпӑҫнӑ — лайӑх пулнӑ, япӑха ҫыпӑҫнӑ — япӑх пулнӑ.Лайӑх — Начар
5719Лайӑха та пӗр хӗвел, начара та пӗр хӗвел.Лайӑх — Начар
5720Лайӑхӑн лайӑхах пулать.Лайӑх — Начар
5721Лайӑхӑн чикки ҫук.Лайӑх — Начар
5722Лайӑхпа ҫӳрекен яшланнӑ, усалпа ҫӳрекен ватӑлнӑ.Лайӑх — Начар
5723Лайӑхран лайӑх тата пур.Лайӑх — Начар
5724Лайӑхран начар тӑван, начартан лайӑх тума ҫук.Лайӑх — Начар
5725Лайӑхсӑр начар пулмасть, начарсӑр лайӑх пулмасть.Лайӑх — Начар
5726Лайӑххи выртать, усалли чупать.Лайӑх — Начар
5727Лайӑххи кас-кас, начарри час-час.Лайӑх — Начар
5728Лайӑххи нумая пымасть теҫҫӗ.Лайӑх — Начар
5729Лайӑххи пӗрчӗ пек, начарри пӗлӗт пек.Лайӑх — Начар
5730Лайӑххи пур ҫӗрте те лайӑх.Лайӑх — Начар
5731Лайӑххи ҫинчен калама та лайӑх.Лайӑх — Начар